Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттармалла

Ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлекен подрядчиксене ятарлă реестра кĕртмелле. Вĕсемпе урăх тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама та, объектсем çĕклеме те килĕшӳ çырмалла мар. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе ирттернĕ ларура палăртрĕ.

Кăçал 22 фельдшерпа акушер пункчĕ, тăватă тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн виçĕ уйрăмĕ тата Канаш районĕн больницин поликлиникин çĕнĕ çурчĕ çĕкленмелле. Ку объектсене пурне те сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программăпа килĕшӳллĕн хута ямалла. Вĕсен пĕр пайне туса пĕтернĕ, ыттисенче хĕрӳ ĕç пырать. Виççĕшне – Вăрнар муниципаллă округĕнчи Çĕньял Хапăсри, Вăрмар муниципаллă округĕнчи Арапуçри тата Улатăр муниципаллă округĕнчи Алтышевăри объектсене – вăхăтра хута ярассипе иккĕленӳ пур-мĕн. Сăлтавĕ тĕрлĕрен – Çĕньял Хапăсра çутă пралукĕсем чăрмантарнă, Алтышевора çĕр айĕнчи шывсем хытă юхаççĕ-мĕн. Графикпе килĕшӳллĕн вĕсене çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен хута ямалла пулнă. Подрядчиксемпе тунă контрактсене татма йышăннă. Ĕçсене урăх организацисем вĕçлĕç. Президент хушăвĕпе сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетессине васкатма йышăннине кура Чăваш Енре çитес çул тума палăртнă тата 19 ФАПа кăçалах çĕклемелле. Çапла вара 2023 çулта хута ямалли ФАПсен шучĕ 41-пе танлашать.

«Подрядчиксен хальчченхи пек ĕçлеме юраманнине ăнланмалла. Ĕçлесшĕн мар тăк – вĕсем тĕлĕшпе май пур таран çирĕп йĕркесем йышăнмалла», – терĕ Олег Алексеевич. Вăрнар тăрăхĕнчи тĕслĕхпе кăмăлсăрланчĕ: çĕр лаптăкне уйăрнă, унтан вара электролинин икĕ юпине куçарас ыйтăва татса парас тĕлĕшпе виçĕ уйăх ирттернĕ. Çав вăхăтрах вăл муниципаллă округсен администрацийĕсен пĕрлехи саккасçă службипе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен те каларĕ. Хальлĕхе вырăнти влаç пĕтĕмпех пĕрлехи саккасçă служби çине йăвантарса яваплăха хăйĕн çинчен сирме хăтланнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Паллах, унашкалли пулмалла мар, терĕ Олег Николаев.