Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ангиограф пулӑшнипе ҫӑлса хӑварнӑ

Вĕсен ĕçне чăн-чăн паттăрлăх тесе хаклама пулать. Тухтăрсен çăмăл мар ĕçĕ, чăннипех те, мухтавлă та пархатарлă, мĕншĕн тесен çын пурнăçĕнчен хакли нимĕн те çук. «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ Чăваш Енре тухăçлăн пурнăçланать: медицина пайĕнче тăрăшакансене ятарлă оборудованисемпе витĕмлĕ пулăшу кӳрет, çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май парать.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ халăх сывлăхне çирĕплетессипе чылай çул-йĕр палăртнă. Вĕсенчен пĕри – сыватмăшсене хальхи вăхăтри пысӑк технологиллӗ оборудованипе пуянлатасси. 2021 ҫулта Республикăри кардиологи диспансерĕнче диагностика тата чӗрепе юн тымарӗсен патологийӗсене çăмăл майпа сиплемелли ангиографи комплексне ĕçе кĕртнĕ. – Пирĕн çенĕ оборудовани вăл каронографи тумалли оборудовани, ангиографическая установка теççĕ ăна. Вăл 2021-мĕш çултанпа пирĕн больницăра. Вăл çĕнĕ, нумай майсем парать пире.

МАРИЯ ШАГАРОВА: «Этем пурнăçĕ мĕн хак тăрать тесе ыйтсассăн, Леонтий Антонов пулăç ангиограф аппарат хакĕ тесе калама пултаратччĕ. Ма тесессĕн шăпах та наци проекчĕпе туяннă аппарат унăн пурнăçне çăлса хăварнă».

 Паян кардиологи диспансерӗнчен пулă тытнă чух аптăранă, халĕ вара çивĕч миокард чирне парăнтарнă Леонтий Антонов сывалса тухать. Вăл хăйĕн чӗри аван ĕçлет тесе шутланӑ. Çамрăк чух хастар пурнăçа кăмăлланăскер спорт мастерӗн кандидачӗ ятне те тивĕçнĕ. Анчах та чир-чĕр куçа курăнса килмест.

ЛЕОНТИЙ АНТОНОВ: «Эпĕ кимĕпе ишнĕ чух хамăн вăй пĕтнине туйрăм. Пĕр пуçтарăннăскер пĕрех ларса илем терĕм пулă тытса, Атăл варринче. Кăкар патĕнче ыратни ӳссе пычĕ. Вара эпĕ хăвăртрах киле кайма шутларăм. Мĕнле çитнине хам та лайăх пĕлеймерĕм. Операцине эпĕ чăтрăм. Маншăн вăл йывăр операци пек шутланмарĕ. Паян киле каятăп. Тухтăрсене питĕ пысăк тав тăватăп.

ИРИНА МАРТЫШКИНА: «Ăна нумай вăхăт ирттерсе тăмасăрах коронарографи процедурине илсе кайнă. Ун вăхăтĕнче пациентăн пысăк артери, чĕрене кровоснабжать тăвакан артери тромбпа хупланса ларнине тупнă. Вара унта стенд лартнă. Артерине уçнă».

Талăкра кунта тухтăрсем 20-е яхăн операци ирттереççĕ, çĕрле те ĕçлеççĕ. Пирĕн регионта 1996-мĕш çултанпах ангиографпа ĕçлеççĕ. Çулсерен ун пахалăхĕ ӳсни – пуриншĕн те паха. «Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе кӗрешесси» регион проекчĕ пурнӑҫланни те тухтăрсемпе пациентсене витĕмлĕ пулӑшу парать.

 



;