Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Округри медицина отрячӗ вăй илет

Чӑваш Енре «Вита» ятпа округри медицина отрячӗ уçăлчĕ. Вăл студентсенчен тăрать. Çамрăксем малашлăхра сыватмăшсенче витĕмлĕ пулăшу кӳрĕç. Çак проектăн тĕллевĕ – сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан кӗҫӗн тата вӑтам медицина ĕçченĕсем отпускра чухне студентсене ӗҫе вырнаҫтарасси.

Проекта Тутарстанри, Мускаври, Тамбоври уйрӑмсен хастарӗсем, медицина факультечӗн студенчӗсем, Илья Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчĕсем, çавӑн пекех Шупашкарти медицина колледжӗнче веренекенсем, «Панацея» сиплев отрячӗн паттăрӗсем хутшӑнчĕç. 21 ҫулта Раҫҫей студенчӗсен Чӑваш Енри уйрăмĕн ретне 65 000 ытла студент кĕнĕ. «Вита» отряда çӳрекенсем Кӳкеҫ поселокӗнче 45 кун больницăра сипленекенсене ĕçпе те, сăмахпа та пулăшĕç. Ку тăрăхра 48 фельдшерпа акушерсен пунктчĕ, тухтăрсен 8 амбулаторийĕ тата 3 пысăк сиплев учрежденийĕ.

ВЛАДИМИР ВИКТОРОВ: «Эпир питĕ хавас çĕнĕрен студентсен медицина отрячĕсем йĕркеленсе кайнипе. Паянхи кун пирĕн патĕнче 13 студент ĕçлет. Медицина енчен каласан вĕсем вĕреннĕ чухнех пулас тухтăр пулсан мĕнле енĕпе ĕçлемеллисене кураççĕ, уколсем, перевязкăсем тума вĕренеççĕ. Ялсене тухаççĕ вĕсем пирĕн, «Медицинский десант» текен направлени пур. Ялсене тухса унта пирĕн тухтăрсемпе пĕрле диспансеризаци, профилактический осмотрсем туса вакцинаци тунисене вĕсем курĕç».

АЛЕВТИНА ЕВГРАФОВА: «Хирургинче 33 çул ĕçлетĕп. Пирĕн хирурги уйрăмĕнче 4 студент вăй хураççĕ. Алексей Александрович манпа пĕрле вăй хурать. Вăл питĕ тăрăшуллă, кăмăллă ача. Пациентсемпе питĕ сăпайлă, лайăх калаçать. Ăна пациентсем питĕ килĕштереççĕ. Ăна хăйне те питĕ килĕшет кунта ĕçлеме. Тăрăшсах ĕçлет. Манран малтан килет ирхине ĕçе. Эпĕ ăна вĕрентсе пыратăп».

 Надежда Лукиянова Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 4-мĕш курсĕнче «Сиплев ӗҫӗ» уйрăмра вĕренет. Халĕ вăл – «Вита» отрячĕн хастарĕ.

НАДЕЖДА ЛУКИЯНОВА: «Эпĕ кунта медсестра пулса ĕçлетĕп. Чи малтанах ĕçе килсен манăн лист назначения илмелле те унта тухтăр мĕн çырса панине уколсем, капельницăсем тата антибиотиксем пациентсене тăватпăр. Сыхлатпăр капельница ан тартăр тесе. Мана кунта питĕ килĕшет. Кунта чăннипех иккемĕш çемье теме пулать ĕнтĕ».

Ĕненÿпе, ырă шухăшсемпе, таса ĕçпе палăракан «Вита» медицина отрячӗн ĕçĕ çулсеренех вăй илсе пырасса шанаççĕ унăн ретĕнчи студентсем.

 



12 июля 2023
09:51
Поделиться