Нумай тухтăр пĕр вырăнта
Тĕрлĕ тухтăр – пĕр вырăнта. «Яла – ырăлăх» акци тĕрлĕ чирпе тимлекен шур халатлă ĕçчене пĕр çĕре пухма май парать. Унпа килĕшӳллĕн Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Нарат Чакки ялĕнче тухтăрсен «десанчĕ» ĕçлерĕ. Райцентрти е хулари больницăра мар ку. Куç тухтăрĕ Нарат Чакки ялĕнче халăха йышăнать. Унпа пĕрлех яла терапевт, ультрасасă тĕрĕслевне ирттерекен, усал шыçăпа тимлекен врач çитнĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче нихçанхинчен нумай çын. Флюорографи тухма май паракан автобус та кунтах.
ЛЮБОВЬ КОРНИЛОВА: «Пирĕн çĕнĕ медпункт 2021-мĕш çулта декабрьте уçăлчĕ, унтанпа эпир çакăнта ĕçлетпĕр. Çынсем ытти ялсенчен те килеççĕ, килес текенсене пурне те йышăнатпăр. Паян пирĕн флюрмашина килнĕ. Хальлĕхе унта 65 çын килнĕ, сывлăхне тĕрĕслерĕç». Çынсем камăллă пулни тӳрех палăрать. Ялтан тухмасăрах сывлăха тĕреслеме май пур-çке.
РЕНА КОЛЬЦОВА: «Эпĕ çак ФАПра çирĕпленсе тăратăп. Любовь Николаевна патне килсе каятăп. Астма чирĕпе учетра тăратăп. Паян кунта тухтăрсен «десанчĕ» ĕçлет тесе пĕлтерчĕç. Ĕçрен ыйтса тухрăмăр. Ку питĕ лайăх япала пулчĕ пирĕншĕн. Кун пек тусан питĕ лайăх».
МАРИЯ НИКОЛАЕВА: «Узи брюшной полости тутартăм. Куçа тĕрĕслеттертĕм. Онколог патĕнче консультацинче пултăм. Халь терапевт патне черет тăрататă сывлăха тĕрĕслеттерес тесе. Пирĕн патра ялсенче ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсене больницăсене çӳреме йывăртарах. Çавăнпа та çакăн пек прием туни питĕ лайăх тесе шутлатăп. Автобуспа каймалла мар». Утма йывăртараххисем пирки те манман, вĕсем валли ятарлă транспорт йĕркеленĕ. Ял халăхне волонтер-медиксем те пулăшаççĕ. «Яла – ырăлăх» акци çынсене вырăнтах тĕрĕслев ирттерме май парать. Пĕр-пĕр чир тупса палăртсан республикăри сыватмăшсене кайма та кунтах направлени çырса параççĕ.