Министерство здравоохранения Чувашской Республики

20 пин ытла çыннăн вăраха кайнă чир пуррине палăртнă

Диспансеризаци тухни – этем сывлăхне сыхлама, пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Кăçал 6 уйăхра тухтăрсем 20 000 ытла çыннăн вăраха кайнă чир пуррине пирвайхи хут палăртнă. 275 çыннăнне малтанхи тапхăртах усал шыçă тупса çирĕплетнĕ.

Диспансеризаци тĕрĕслевне Чăваш Енре 2013-мĕш çултанпа ирттереççĕ. Шăпах вăл чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупма тата ăна асăрхаттарма пулăшать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, кăçал çур çулта 250 000 яхăн çын диспансеризаци тухнă. Вĕсенчен 35 процентне диагноза уçăмлатма, профилактика енĕпе тарăнрах канаш-сĕнӳ пама тĕрĕслевĕн иккĕмĕш тапхăрне янă. Вăраха кайнă амаксен йышĕнче ытларах вар-хырăмпа пыршă çулĕ, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕ тата сахăр диабечĕ. Усал шыçă диагнозне палăрнă çынсен 56 проценчĕн – чирĕн малтанхи тапхăрĕ пулнине çирĕплетнĕ тухтăрсем. Çавăнпа та вĕсене сиплеме çăмăлрах пулĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, диспансеризацие кăçал ытларах çын тухма кăмăл тунă. Ку енĕпе малалла та тăрăшмалла. «Муниципалитет пуçлăхĕсен халăха медицина тĕрĕслевĕсем çинчен пĕлтерсе тăрас енĕпе ĕçлемелле», – палăртрĕç ларура.



25 июля 2023
15:34
Поделиться