Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Наркăмăшланнисене сиплекен уйрăм ĕçлет

Ача пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн тата шӑпишӗн аслисем яваплӑ. Республикăри ача-пăча клиника сыватмăшĕнче наркăмăшланакансене сиплекен уйрăм ĕçлесе кайрĕ. Тухтăрсем кашни кун ачасен сывлăхне çăлассишĕн тăрăшаççĕ.

Эмел, бензин, краççын, эрех-сăра, уксус. Çыншăн сиенлĕ таварсен хучĕсем ачасене илĕртеççĕ. Вĕсене пĕчĕкскерсен тутанса пăхас кăмăл çуралать. Çак шĕвексене пула ачасен сывлăхĕ хавшать. Кун пек лару-тăрура тӳрех васкавлă пулăшу чĕнмелле.

АЛЕКСЕЙ ТЯПАЙКИН: “Пĕрремĕш пулăшу парсассăн пирĕн больницăна илсе килеççĕ. Кунта эпир хăш енпе ачасем чирлеççĕ – çав отделенине хуратпăр. Реанимацинче ачасем сывалсассăн вара профильсемпе малалла сиплеме куçаратпăр”.

Наркăмăшсенчен сиплекен уйрăма çур çул хушшинче Чăваш Енре пурăнакан 200 ытла ача лекнĕ. Пĕр кунта сахалран та икĕ ача. Ку ытларах чухне аслисем сахал тимлĕх уйăрнипе пулать.

АНАТОЛИЙ ПАВЛОВ: “Ачасене сыхласа хăварас тесен эмелсене тата çыншăн хăрушă шĕвексене уйрăм вырăнта тытмалла. Кĕçĕннисен аллине лекме памалла мар. Эрех-сăра та сиен кӳни пирки асăрхаттармалла”.

Çул-йĕр правилисене пăхăнмалли пирки те асра тытмалла, мĕншĕн тесен реанимацине çул çинчи инкеке пула лекнĕ ачасем те сахал мар. Тĕпренчĕксен сывлăхне упрасси – аслисен тивĕçĕ. 



25 июля 2023
15:36
Поделиться
;