Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕн администрацийĕ Чăваш Енпе килĕшӳ çирĕплетнĕ. Запорожье тăрăхĕнче пурăнакан виç çĕре яхăн ача валли çуллахи вăхăтра республикăра кану йĕркеленĕ, ятарлă программа хатĕрленĕ. Хальхинче вĕсем Канаш тăрăхĕнче пулчĕç.