Линда Никишкина 6 ҫул Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче вӗреннӗ. Кӑҫал хӗр ординатура пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 8 ҫул ӗҫ опытне республикӑри инкеклӗ медицина центрӗнче туптанӑ. Халӗ вара ӑна врач ӗҫне шанса панӑ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗ - професси кӑна мар, пӗтӗм пурнӑҫ. Вӗсен хирург та, педиатр та пулма тивет. Тӗмле йывӑрлӑхпа та тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫал республикӑри инкеклӗ медицина центрне тӗллевлӗ майпа 12 фельдшер тата 4 врач килнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсем, теприсем врач-реаниматологсем. Студентсене пӗрремӗш курсранах ӗҫе хӑнӑхтарса пынӑ. Тин алла диплом илнӗ ҫамрӑксем хӑйсем тӗллӗн ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Екатерина Янгалакова