Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кăшăллă вирус сарăлать

Урамра — кĕркунне. Çанталăк та ултавлă. Çавна пула çынсене сунас ерет, вĕсем чирлеме тытăнаççĕ. Унсăр пуçне кăшăллă вирус та парăнасшăн мар. Унпа кĕрешекенсен шучĕ те уссе пырать.