Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сыватмăш 150 çулта

Сывлăх хавшасан медицина ĕçченĕсем патне васкатпăр. Тухтăрсенчен сĕнӳ ыйтатпăр. Чăваш Республикинчи Канаш тăрăхĕнчи тĕп сыватмăшра ĕçлекенсем çак таранччен пин-пин çын сывлăхне çирĕплетнĕ, пациентсене вăл е ку чиртен çăлса хăварнă. Сыватмăш 1873-мĕш çулта йĕкеленнĕ. Кăçал вăл алăкĕсене уçнаранпа 150 çул çитрĕ. Унта «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçлекенсем те пур.