Чăваш Енри муниципалитетсенче çулсеренех куçа илĕртекен «сарă тĕслĕ» сиплев çурчĕсем хута каяççĕ. Хальхинче фельдшерпа акушер пункчĕ Вăрмар тăрăхĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансене савăнтарчĕ. Объекта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе хута янă.