Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шăл юсама сертификат çĕнсе илме пулать

Çитес эрнере Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче тĕнче шайĕнче йĕркелекен «Раççей» форум уçăлĕ. Унта курма килекенсене Чăваш Ен те хăйĕн вăй-хăвачĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе тĕлĕнтерме хатĕрленет. Куравра республикăри шур халатлă тухтăрсем усă куракан медицина меслечĕсемпе те паллашма пулĕ. Чăваш Енри стоматологи поликлиники чи хастаррисене чаплă парнепе савăнтарĕ. Республикăри стоматологи поликлиники кăçал çĕнĕ проект пуçарса янă. Унпа килĕшӳллĕн вăл хальхи йышши хатĕрсемпе усă курса цифра лабораторине йĕркелесе пырать. Вăл чылай регионшăн çĕнĕлĕх шутланать, хăшĕ-пĕрисенче хальлĕхе çук та. Курав лапамĕнче шăл поликлиникин ĕçченĕсем интраораллă сканерпа еплерех ĕçленине кăтартса парĕç. Вăл цифра мелĕпе шăл евĕр мĕлкесене тума май парать. Форума хутшăнакансем Чăваш Ен туризмĕн вăй-хăвачĕпе те паллашма пултарĕç. Кунсеренех стоматологи поликлиникин лапамĕнче 60 000-лĕх пĕрер сертификат вылянтарĕç. Унпа шăл юсама та, протез ларттарма та пулĕ. Çавăн пекех парнене çĕнсе илекенсене Чăваш Ене килнĕ чухне тăкакланакан çул укçине саплаштарма та, сиплев вăхăтĕнче пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме те шантараççĕ. Çак май ентешсемшĕн çеç мар, куллен Мускавра пурăнакансемшĕн те кăсăклă пуласса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем.