Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайрӗ

Тӑван ялтах сывлӑха тӗрӗслеттерме, тивӗҫлӗ пулӑшу илме пулать. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Энтриел тата Ярӑслав ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ.

5 уйӑхра ҫӗкленсе ларнӑ ҫуртсене ял ҫыннисем те, фельдшерсем те кӗтнӗ. Хальччен медицина ӗҫченӗсен халӑха ялти клубсенче уйӑрнӑ кивӗ, сивӗ пӳлӗмсенче йышӑнма тивнӗ.

Энтриелсен сывлӑхне малашне Екатерина Романова ҫамрӑк специалист пӑхса тӑрӗ. Канашри медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑскер кунта «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн вырнаҫнӑ. «Эпӗ килнӗ ҫӗре ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑшӑн питӗ савӑнатӑп, ял халӑхӗпе часах пӗр чӗлхе тупасса шанатӑп», - тет Екатерина. Энтриелте пурӑнакансем те кӑмӑлпа йышӑннӑ ӑна.

Ярӑславсен тахҫанхи ӗмӗчӗ те тинех пурнӑҫланчӗ. Кунти 300 ытла ҫынна малашне 32 ҫул ытла сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакан Алиса Семенова йышӑнӗ.

Компьютер, интернет, принтер... Кашни килекене шута илсе, тухтӑра сиплев палӑртма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫын мӗнпе аптӑранине ҫийӗнчех ҫырса хума май пур. Темиҫе пӳлӗме уйӑрнӑ ҫуртрах электрокардиограмма ӳкерме, юнри сахӑр, холестерин виҫине тӗпчеме, сывлӑха тӗрлӗ енлӗн тӗрӗслеме пулать. Ҫулленхи диспансеризацие кунтах кӑлараҫҫӗ. Ятарлӑ лицензи илсен эмелсене те ФАП-рах туянма пулӗ.

 

Алиса Александрова, Михаил Солин



ГТРК