Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шупашкар тăрăхĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Республикăри ялсенче медицинăна аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсеренех муниципалитетсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлаççĕ. Шупашкар тăрăхĕнчи Ойкасси ялĕнче те çĕнĕ сиплев çурчĕ хута кайрĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăма Атăлçи тăрăхĕнчи законодательсен ассоциацийĕн пайташĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш Ене ялти сывлăх сыхлавĕпе тата халăх пуçарăвĕ программăпа çыхăннă ыйтусене тишкерме килнĕ.