Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне ҫирӗп сывлӑхпа та тулли кӑмӑлпа кӗтсе илччӗр

«Прояви заботу - научи уходу» проектпа килӗшӳллӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчи штатра тӑман тӗп специалистсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, салтак арӑмӗсем, тыл ӗҫченӗсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Хальхинче тухтӑрсен ушкӑнӗ Трак тӑрӑхӗнчи Сира Спиридонова патне ҫитрӗ. 

100 ҫула ҫывхаракан кинеми Крентейкассинчех ҫуралса ӳснӗ. Хӗр пӗве кӗрсе пынӑ вӑхӑтра вӑрҫӑ тухнӑ. Ҫак хӑрушӑ хыпара шкултан вӗренсе тухнӑ хӗрсем ярмӑрккара чухне пӗлнӗ. Професси илес ӗмӗчӗ те ун чухнех татӑлнӑ. 

Ыттисемпе пӗрле уй-хир ӗҫне те хутшӑнмалла пулнӑ. Тур ҫырни кӳршӗ ялтанах пулнӑ унӑн. Шел, атте-анне ятне илтме шӑпи пӳрмен мӑшӑра. Сира Спиридоновна 37 ҫул колхозра бригадирта вӑй хунӑ. Пенсие тухсан та чылай хушӑ ӗҫрен кайман. 

Халӗ пӗчченех пурӑнать кинеми. Чӑх-чӗп усрать, хушӑран мӗнле пурӑннине пӗлме хуларан тӑванӗ килсе каять. Тухтӑрсене те ватлӑхра тимленӗшӗн тав тӑвать хӗрарӑм. 

Сира Спиридоновна патне медицина ӗҫченӗсем килсех тӑраҫҫӗ. Халӗ вара Шупашкартан та унӑн сывлӑхне тӗрӗслеме ҫитнӗ. 

Ҫак уйӑхра кинеми пӗр ӗмӗр тултарать. Пурнӑҫӗнчи тепӗр пӗлтерӗшлӗ уява - Ҫӗнтерӳ кунне те - тӗрӗс-тӗкел, сывлӑхпа кӗтсе илме ӗмӗтленет. Хальхинче Трак тӑрӑхне килнӗ тухтӑрсен ушкӑнӗ тӗп больницӑра ватӑ ҫынсен тӑванӗсемпе вырӑнти медицина ӗҫченӗсемпе тӗл пулчӗ. Ӑсталӑх урокӗнче волонтерсемпе пӗрле аслӑ ӑрурисене мӗнле пулӑшмаллине ӑнлантарчӗҫ.

Алиса Александрова, Игорь Ульянов 



ГТРК «Чувашия»