Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пĕр кунта икĕ çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Вăрăмçутра пурăнакансем ирех çăкăр пĕçерсе кăларнă, сăра вĕретнĕ. Хаклă хăнасене кĕтсе илме хатĕрленеççĕ кунта. Тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕт пурнăçа кĕрет — фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлать.