Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăхăта перекетлекен сыватмăш

Тĕп хулари ача-пăча клиника сыватмăшĕ Шупашкарта пурăнакансене те, ытти хулапа ялтан килекенсене те йышăнать. Виçĕ çул каялла вăл пĕрремĕш пулăшу паракан çĕнĕ сыватмăш йĕркелес проекта хутшăнчĕ. Унпа килĕшӳллĕн пĕлтĕр кунти сиплев çуртне виçĕ тапхăрпа çĕнетрĕç.