Тухтăр патне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çырăнмалла

Тухтăр патне çырăнас тесен малашне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне (ПППП) кĕме тивĕ. Çĕнĕлĕх пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн вăя кĕрĕ. Çакăн пирки паян журналистсене Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин «Медицинăн информаципе аналитика центрĕ» хысна учрежденийĕн директорĕ Александр Родионов тата унăн информатизаци енĕпе ĕçлекен заместителĕ Евгений Вазин каласа кăтартрĕç.

Асăннă портал урлă халĕ те çырăнма пултарнă-ха. Компьютер, планшет-телефон урлă интернета кĕрекенсенчен самай пайĕ çапах та хăнăхнă йăлапа – республикăра йĕркеленĕ электрон регистратурăпа – усă курнă. Малашне вара электрон регистратура урлă çырăнаймăпăр. 

Тÿрех палăртар: больницăсенчи регистратурăсене çитсе е унта шăнкăравласа, Шупашкарта вара колл-центрсем урлă çырăнма малашне те май килĕ. Тухтăрсем патне тÿлевлĕ йышăнăва каякансем вара электрон регистратурăпа усă курайĕç. Тĕплĕнрех - «Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ. ЧР Сывлăх сыхлав министерствин слайчĕн материалĕсемпе усă курнă. 



Газета "Хыпар"