Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тавах, тухтăрсем

«Тавах сире, хаклă тухтăрсем» акци республикăра малалла пырать. Шур халатлă çынсене тав сăмахĕ калас текенсем нумайланса пыраççĕ. Республикăри усламçăсемпе предприятисем медицина ĕçченĕсен пурнăçне кăшт та пулин «пылаклатасшăн». Кăшăллă вируспа кĕрешекенсене валли ятарлă парне хатĕрлерĕç. Пандеми тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсене хисеплемеллине аса илтерчĕ. Ахальтен мар, кăшăллă вируспа чирлесе сывалнисем вĕсене асамçăсемпе танлаштараççĕ. Медицина ĕçченĕсене кăшт та пулин хавхалантарас тесе республикăра тĕрлĕ акци ирттереççĕ. Хальхинче 17 000 яхăн курупка канихвет Чăваш Енри сыватмăшсене ăсатрĕç. Ырă юхăма хутшăнакансенчен пĕри – республикăри «АБС Электро» пĕрлешӳ. МАРИНА УЛЬЯШОВА: «Пирĕн паянхи «тав» сăмахĕ урăхла. Вăл ăшă, таса кăмăлпа, вăл «пылак». Эпĕ питĕ хавас пирĕн «АБС Электро» пĕрлешӳн ыркăмăллăх фончĕ çак акцире хутшăнма пултарнăшăн. Тав сăмахĕ кашни тухтăра, медсестрана, санитаркăна, кашни медицина центрне çитĕ. Çак пылак парне, чун-чĕререн каланă тав сăмахĕ вăл хĕрлĕ зонăра ĕçлекен тухтăрсене, дежурствăра ĕçлекенсене те пулăшĕ. Смена хыççăн тăхтав пулнă чухне канфетсемпе чай ĕçсе вĕсен пурнăçне кăшт та пулин «пылаклатма» пултаратпăр». Çĕр-çĕр çын пурнăçне упраса хăварссишĕн ĕçлекен шур халатлисен паттăрла ĕçне нимĕнле виçепе те виçме çук. Тухтăрсене пулăшас тесен пиртен кашни хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç ыр кăмăллăх юхăмне хутшăнакансем. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев