Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Йывăрлăха пăхмасăр ĕçлеççĕ

500 ытла фельдшерпа акушер пунктне интернетпа тивĕçтернĕ, 109 çынна больницăна вертолетпа илсе çитернĕ, ача-пăча поликлиникине çĕнетнĕ. Иртнĕ çулта Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерстви çĕршыв шайĕнчи 7 проекта пурнăçланă. Палăртнă кăтартусен 77 процентне ĕçе кĕртнĕ. Çак тата ытти ыйтăва паян ларура сӳтсе яврĕç. Медицина ĕçченĕсемшĕн иртнĕ икĕ çул ансат пулмарĕ. Кăшăллă вируспа кĕрешме чир алхаснă вăхăтрах вĕренсе пыма тӳр килчĕ. Пĕлтĕр ковид-19 амакпа кĕрешме 8 миллиард тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен миллард тенки республика хыснинчен. Асăннă нухратпа пин ытла койка хатĕрленĕ. Чире хирĕç кĕрешес ĕç те Чăваш Енре туллин пурнăçланса пырать. Хальлĕхе республикăра пурăнакансенчен 50 проценчĕ сыхлăх эмелне яртарнă. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: «Цифровизаци малалла аталанса пырать. Тухтăрсем патне компьютер урлă çырăнма пулать, çавăн пекех вакцинацине те. Йывăр пулсассăн та пĕрремĕш звено терапевтсем хăйсен ĕçне çак пациентсене диспансеризаци туса, профосмотрсем туса тĕрлĕ чирсене хăвăртрах тупса палăртса çавăн пекех вăхăтра пулăшас тесе». Сыватмăшсене хальхи хатĕрсемпе тивĕçтересси те тимлĕхре. Улатăр районĕнчи тĕп больницăна, сăмахран, компьютер томографĕ илсе панă. Хатĕрпе усă курса хăйĕн сывлăхне виçĕ пин ытла çын тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Патăрьел районĕнче 2021 çулта пилĕк фельдшерпа акушер пунктне тата пĕр тухтăр амбулаторине хута янă. НИКОЛАЙ ТИНЮКОВ: «Телемедицинăпа эпир анлă усă куратпăр. Пирĕн больницăра ковид чирĕпе чирлекенесе сиплекен уйрăм та уçнă. Телемедицина пурри врачсене республикăри специалистсемпе, тĕп хулари, Мускаври специалистсемпе вăхăтра канашлама пулăшса парать». 44 транспорт туянмалла, ял тăрăхĕнче пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан 37 объекта тĕпрен юсамалла, Канаш районĕнчи тĕп больницăн çĕнĕ поликлиникине çĕклеме пуçламалла. Ларура тĕллевсем палăртнипе пĕрлех ĕçре палăрнисене чысларĕç. Алексей Зотиков, Юрий Марков



31 марта 2022
08:47
Поддержка медицинских специалистов в сельской местности: «Земский доктор», «Земский фельдшер»,
Национальные проекты «Здравоохранение» и «Демография»,
Модернизация первичного звена здравоохранения Российской Федерации (Чувашская Республика - Чувашия),
Региональный проект Чувашской Республики «Развитие системы оказания первичной медико-санитарной помощи (Чувашская Республика - Чувашия)»,
Региональный проект Чувашской Республики «Борьба с онкологическими заболеваниями»,
Региональный проект Чувашской Республики «Борьба с сердечно-сосудистыми заболеваниями»,
Региональный проект Чувашской Республики «Развитие детского здравоохранения, включая создание современной инфраструктуры оказания медицинской помощи детям»,
Региональный проект Чувашской Республики «Обеспечение медицинских организаций системы здравоохранения Чувашской Республики квалифицированными кадрами»,
Региональный проект Чувашской Республики «Создание единого цифрового контура в здравоохранении на основе единой государственной информационной системы здравоохранения (ЕГИСЗ)»,
Региональный проект «Модернизация первичного звена здравоохранения Российской Федерации (Чувашская Республика - Чувашия)»,
Об итогах работы отрасли здравоохранения Чувашской Республики в 2021 году и задачах на 2022 год,
Эпидемиологическая ситуация по новой коронавирусной инфекции в Чувашии,
Новая модель медицинской организации, оказывающей первичную медико-санитарную помощь,
Организация медицинской помощи матерям и детям,
Охрана материнства и детства,
Служба скорой медицинской помощи,
Модульные фельдшерско-акушерские пункты,
Лекарственное обеспечение,
Информационные технологии
Поделиться