Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аутизм чирĕпе аптăракансене пулăшаççĕ

Кашни ача телее тивĕç… Анчах çак туйăм  йывăр диагнозпа çуралнисене ытларах кирлĕ. Çакна аса илтерес тата амак çинчен  халăха ытларах пĕлтерес тĕллевпе ака уйăхĕн 2-мĕшне аутизм чирĕпе çыхăннă информацие сармалли кун тесе çирĕплетнĕ.

Аутист паллипе аптракансене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре ресурс уйрăмне те уçнă. Вăл реабилитаци центрĕ çумĕнче йĕркеленнĕ.